Чăваш кĕнеки уйрăмĕ. — Шупашкар: 1929 ç. — 166 с.
Тĕрĕс çырма вĕренес ĕçре, пуринчен ытла, йăнăш çырма вĕренесрен
сыхланмалла. Вуланă чух та эпĕр час-часах кашни саспаллинех хăйне
уйрăм тавçарса илсе пымастпăр, мĕнле алă вĕреннĕ, çăван пек
çыратпăр, вуланă чух мĕн пур сăмаха (сăмах кĕлеткине) палласа илсе
вулатпăр. Çавăнпа та пĕр-пĕр сăмаха йăнăш çырма вĕренсен, ăна тĕрĕс
çырма вĕренесси питĕ хĕн. Йăнăш çырма вĕренес мар тесен, çак
кĕнекепе усă курма пулать.