Казань: Центральная Типография. 1907. — 34 с.
Ĕлĕк авал халăх хальхи пек йышлă мар чухне, çĕр аслă, вăрман нумай
чухне вĕлле хурчĕсене хальхи пек алра усрассине пĕльмен. Вĕлле
хурчĕсем ытти хурт-кăпшанкăсем пекех ăçта кирлĕ-унта, хăйсене мĕнле
кирлĕ-çавăн пек (хăйсен ирĕкĕпе), мĕнле май килнĕ-çапла пурăннă.
Пуринчен ытла вăрманта хăвăл йывăçсем ăшĕнче, тунката тĕпĕсенче,
чуллă сăрт шăтăкĕсенче те йăва туса пурăннă. Вĕсен хуçи-тавраш
пулман, тăшмансем те упа, кайăк, кăткă пекисенчен пуçне нимĕн те
пулман; ăнсан ăннă, пĕтсен пĕтнĕ.