Казань:Центральная типография.1910. 45с.
Ĕнтĕ эпир вĕлле хурчĕсене пăхса усрама мĕнле япаласем кирли çинчен
калаçăпăр. Хурчĕ тăрăх япали кирли пурне те паллă: хурт сахал
тытакансене япалисем те сахал кирлĕ, нумай хуртлă çынсене япали те
тĕрлĕ кирлĕ, е пер тĕрлĕ япали те ытларах кирлĕ. Пысăк хурт
пахчинче хурт амĕшне хупакан чăтлăхĕ (маточник) те пĕррĕ çитес çук,
уйрăлса тухнă хурт йышне пуçтаракани пурĕкĕсем те темиçе кирлĕ, е
карас тăвакан машина (вальцы) пек япалисем те кирлĕ пулать, сахал
хуртлă çынна машина карасне укçапа илсен те, ăвăсепе улăштарса
илсен те çитеть.
Издание Казанскаго Общества Пчеловодства