Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 2008. 95с.
Синтаксис - чĕлхе наукин пуплев епле йĕркеленни çинчен вĕрентекен
пайĕ. Унăн хăйĕн ăнлавĕсемпе единицисем пур. Чăваш чĕлхи
программинче палăртнă тăрăх, синтаксис ыйтăвĕсене ачасем 8-9-мĕш
классенче вĕренеççĕ. Кĕнекере çав ыйтусене пурне те кĕскен,
ăнлантарса çырса панă. материал çакăн евĕрлĕ вырăнаçтарни ачасемшĕн
питĕ меллĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кирек хăш вăхăтра та (çĕнĕ темăна
вĕреннĕ чух та, вĕреннине çирĕплетнĕ чух та, пĕлĕве тĕрĕсленĕ чух
та) хăйсене кирлĕ ыйтупа кĕске информаци хăвăрт тупма пултараççĕ.