Казань. 5-я Государственная типография. 1920 года. 31с.
Хресчен тырă-пулă акса пурăннă вăхăтрах, ытти ĕçсене те ĕçлесе
пурăнма пултарать: вăл выльăх усрать, сат ӳстереть, пахчинче тĕрлĕ
çимĕç лартать, пыл-хурчĕ пăхса усрать, тата нумай ĕçлĕ пулать.
Çавсем хушшинчен пыл-хурчĕ тытса усрас ĕç, ытти ĕçсенчен кайах мар:
пыл-хурчĕ ĕçне тапратма укçа нумайах кирлĕ мар, тата вăл ĕç çав
çулах тăкакланнă укçине тавăрса, услам та пама пултарать.